Авӑнӑн 13-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫат эстафети иртнӗ. Кӑҫалхи пресса спорт фестивальне Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ.
Эстафетӑна 300 ытла команда хутшӑннӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева тата ыттисем — пулнӑ.
Ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланнӑ. Унтан старта ятарлӑ шкулсен, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тата сусӑрсен клубӗсен пайташӗсем тухнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ку ушкӑн валли ятарлӑ парне — «Кӑмӑлпа ҫирӗпписем» кубок — хатӗрленӗ. Ӑна Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем ҫӗнсе илнӗ.
МИХсен хушшинче Вӑрмар район хаҫачӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмеш вырӑнта — элӗксем, виҫҫӗмӗшӗнче — Наци телекуравӗ. Ҫемьесен йышӗнче Наталья Пучков марафонкан ҫемйине ҫитекенни пулман. Аслӑрах ачасемпе старта тухнисен хушшинче РФ спорт мастерӗн Валерий Полетаевӑн ҫемйи ҫентернӗ.
Ҫавӑн пекех ӑмӑртура спорт ветеранӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. 400 метрлӑ эстафетӑра ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, ЧР ШӖМӗ, Элӗк район администрацийӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.
Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.
Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн.
Тӑвай район прокуратури Вӑрмар район судне вӑрманҫӑ пирки пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Арҫынна йывӑҫа саккунлӑ мар майпа каснӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачра вӑл Тӑвай тӑрӑхӗнче вӑрман касма ирӗк панӑ. Каярах ҫу уйӑхӗнче каллех вӑл пӗр ҫынна йывӑҫ кастарттарнӑ. Ҫапла вара республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствине 122 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ.
Тӑвай вӑрманҫи саккуна административлӑ майпа пӑсни пирки суя протокол шӑрҫаланӑ. Суя ӗҫпе аппаланнӑ вӑрманҫӑ шӑпине суд татса парӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Леонид Кавалсен «Уҫӑ урок» повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл аслӑ классенче вӗренекенсене кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. И.В. Алексеев художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке 2 пин тиражпа кун ҫути курнӑ.
Повеҫре педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ шкулта куллен сиксе тухакан кӗтмен ыйту хуравне тупма май парасса шанаҫҫӗ. Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ Японири пуянсен ачисене вӗрентекен интернатра ӗҫленӗскер ахаль шкулта ҫавӑн пек урок ирттерет. Анчах ҫакна пурте кӑмӑлласа йышӑнмаҫҫӗ.
Пьеса авторӗ — Леонид Макаров (Кавалсен) Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче вӗреннӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн филологи факультетне пӗтернӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнчи, Вӑрмар районӗнчи Кавалти вӑтам шкулсенче (1948-1961), режиссер ассистентӗнче, корреспондентра, Чӑваш телекуравӗн ял хуҫалӑх кӑларӑмӗсен, кинопрограммӑсен редакторӗнче (1962–1992) ӗҫленӗ.
«Икӗ пуртӑ, ҫӗҫӗ, алӑ пӑчки тата... ӗмӗт! Чиркӳ хатӗр те», — шӳтлерех пӗтӗмлетет иккен Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче пурӑнакан Николай Ильин. Вӑл ятарлӑ станоксӑр, алӑ туйӑм-сисӗм вӑйне кӑна шанса арман, чиркӳ, карап макечӗсене ӑсталать.
Николай Иванович шалти ӗҫсен тытӑмӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ, эксперт-криминалист пулнӑ. 2003 ҫулта амӑшӗ вилсен пӗччен тӑрса юлнӑ. Ним ӗҫ ҫукран тенӗ пек ҫав япаласене ӑсталама пикеннӗ. Районти чиркӳсенчен макет ӑсталаманни иккӗшӗ кӑна юлнӑ иккен. Мӑнҫырмари чиркӗвӗн куполне пӗлтӗр ҫеҫ лартнӑран тӑхтаса тӑнӑ. Унпа тата Пӑртасрипе кӑҫал ӗҫлеме пуҫласшӑн-мӗн вӑл.
Чиркӳ макечӗсене ӑста килӗнче тусанланса лармаҫҫӗ, кӳршӗ-аршӑ, пӗлӗшӗсем вӗсене ҫывӑх ҫыннисене, хурӑнташ-тӑванне парне пама илсе кайсах тӑраҫҫӗ иккен. Хӑйсен ялӗнчи Грецие качча тухнӑ пӗр хӗрарӑм хӑйсен ял чиркӗвӗн макетне инҫетри ҫав ҫӗршывах илсе кайнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 2015 ҫулта 70 ҫул ҫитӗ. Ҫакна паллӑ тумашкӑн республика та, районсем те хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнче ӗҫ ветеранӗсен пуҫарӑвӗпе 1941–1942 ҫулсенчи хӗлле хӳтӗлев строительсвинче вӑй хунӑ колхозниксен, шкул ачисемпе вӗрентекенсен Асаилӳ постаменчӗн никӗсне янӑ. Вӗсем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн нумай тӑрӑшнӑ.
Постамент тӑвас шухӑша халӑх историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Василий Цыфаркин (вӑл макетне хатӗрленӗ), Чупай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Андреев ырланӑ.
Фундамента чӑваш наци йӑлине пӑхӑнса янӑ. А.С.Леонтьев ветеранӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пӗрремӗш тӑпра пенӗ. Ҫак ӗҫе Ф.Егоров, С.Семенов, Ю.Петров, В.Матвеев, С.Цыфаркин, Т.Лаврентьева хастар хутшӑннӑ.
Сӑнсем (25)
Республикӑри ялсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уява пухӑнаҫҫӗ, пӗрле савӑнаҫҫӗ. Ав, нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Чӗкету ял уявне паллӑ тунӑ.
Кӑҫалхипе уяв пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Мероприятие ял-йышпах хатӗрленнӗ, сценӑпа лапама илемлетнӗ. Ҫак кун чӗкетусем пысӑк сӗтел хатӗрленӗ, ял халӑхӗпе хӑнасем ун хушшине ларса сӑйланнӑ.
Уява Вӑрмарти вулавӑш библиотекарӗ, Чӗкетура ҫуралса ӳснӗ Римма Иванова уҫнӑ, вӑлах мероприятие ертсе пынӑ.
Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Борцов Чӗкету туслӑ ялсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ, уйрӑмах хастар ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Шупашкартан ҫитнӗ чӑваш эстрада артисчӗсем хаваслӑ юрри-ташшипе халӑх кӑмӑлне ҫӗкленӗ.
Чи вӑйлисем, чи маттуррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Халӑх уявра тахҫанчченех савӑннӑ, килӗсене кайма васкаман. Мероприяти каҫхине ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ та, Вӑрмар районӗнчи Ҫитмӗш ялӗнче те ҫулла пурнӑҫламалли ӗҫсене кайрана хӑварасшӑн мар. Халӗ унти урамсенчен пӗрне, Гагарин ячӗпе хисепленекеннине, сарнӑ.
Ӗҫне тума аукцион ирттерсех подряд организацине палӑртнӑ. Ара, урӑхла юрамасть-ҫке — муниципалитет килӗшӗвне алӑ пусиччен ҫапла тума саккун хистет. Урам тума конкурсра ҫӗнтернӗ организаци икӗ кунта вак чул сарса та тухнӑ. Малашне кӗрне-ҫуне пӑхмасӑрах урам тӑрӑх машинӑпа пӗр шиксӗр иртме май килӗ.
Украинӑран Чӑваш Ене килнӗ таркайсем йышланса пыраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи тикашсем те унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханаҫҫӑ: Донецк тата Луканск облаҫӗсенче ҫак ялта ҫуралса ӳснисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Вӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнма хирӗҫ мар, анчах май ҫук-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ҫемйине Раҫҫее ӑсатнӑ-тӑр. Арҫынсем вара ҫапӑҫма юлнӑ.
Нумаях пулмасть Тикаш ялне Валентина Павловна (хушаматне кӑтартма шикленет) тӑван аппӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл Донецк облаҫӗнчи Горловка хулинче пурӑннӑ.
Валентина Павловна упӑшки (вӑл ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ) тата ачисем ӗмӗрӗпех шахтӑра ӗҫленӗ. Аслӑ мӑнукӗ те шахтӑра тӑрӑшать. Валентина Павловна юлашки вӑхӑтра телевизор пӑхма та пӑрахнӑ, ун шухӑшӗпе унта Кейӳ влаҫӗ халӑха хирӗҫ тӑвакан преступление ҫеҫ курма пулать.
Хӗрарӑм тӑван тӑрӑхӗнче юлашки хут 5 ҫул каялла пулнӑ. Валентина Павловна таркай статусне илесшӗн мар, мӗншӗн тесен Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурнӑҫ йӗркеленессе шанать. Унта — унӑн упӑшкин вилтӑпри.
Валентина Павловна каланӑ тӑрӑх, Горловка хулине ытлах пемеҫҫӗ. Унта химзавод пур. Ӑна аркатсан ҫур Украина наркӑмӑшланма пултарать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |